План урока по чувашскому языку на тему Ялан янaравлa хупa сасaсем (5 класс)


1.
Тема : Ялан янăравлă хупă сасăсемТĕллевĕ: Ялан янăравлă хупă сасăсемпе паллашасси, вырăс чĕлхинчи ялан янăравлă хупă сасăсемпе танлаштарасси, уйрăмлăхĕсене палăртасси.
Фонетика вăййи:
Ăм-ăм-ăм тытрăм эпĕ тăм
Ĕн-ĕн-ĕн ырă шухăш сĕн
Иç-иç-иç пуканеçĕм çиç
Ÿх-ÿх-ÿх шухăш чăн та хÿх.
Сăмахсем сасăсенчен тăнине кашни вĕренекенех пĕлет. Сасăсем вара икĕ тĕрлисем пулаççĕ – уçă сасăсем тата хупă сасăсем. Куна та кашниех ас тăвать ĕнтĕ. Анчах та мĕн тума кирлĕ-ши пуплевре уçă сасăсемпе хупă сасăсем ? Чĕлхере пĕр тĕрлĕ сасăсем,калăпăр, хупă сасăсем çеç е пĕтĕмпех уçă сасăсем çитмест-ши? Айтăр тĕрĕслесе пăхар ку шухăша? Класри 5 ача ятне , калăпар, Таня Вика, Саша, Сергей, Галя ятсене илĕр те вĕсенчи уçă сас паллисене çеç çырса тухăр. Акă мĕнлерех пулса тухаççĕ ку ятсем уçă сас паллисемпе çырсан: ая,иа, аа, ее, ая. Мĕнле ят çырнине чухласа илме пулать-и? Паллах çук. Халĕ ку ятсенчи хупă сас паллисене çырар: тн,вк,сш,серг, гл.Халĕ мĕнлерех?Мĕнлерех ят çырнине кăшт та пулин чухлама май пур. Хупă сасăсем чăваш чĕлхинче уçă сасăсенчен темиçе хут ытларах, уçă сасăсене палăртакан сас паллисем чăваш чĕлхинче -9, хупа сасăсене палăртаканнисем -22. Чĕлхере хупă сасăсем нумаййине пула сăмахсене кăшт та пулин уйăрса илме пулать. Уçă сасăсем те сăмах тунă чухне питĕ кирлĕУçă сасăсем пулăшнипе çеç сăмахсем уçăмлă ,янăравлă илтĕнеççĕ. Сăмахсене йĕркелеме миçе хупа сасă, миçе уçă сасă кирлĕ-ши? Ку вăл тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕрен. Чăваш литература чĕлхинче-9, хальхи вырăс чĕлхинче-6 уçă сасă,нимĕç чĕлхинче-18 уçă саса ,акăлчан чĕлхинче- ?
Сăмах янăравлăхĕ чĕлхере уçă сасă нумай пулнинчен килмест теççĕ тĕпчевçĕсем. Сăмах янăравлăхне тăваканĕ шутне хăш-пĕр хупă сасăсем те кĕреççĕ. Акă,тĕслĕхрен,Ялан янăравлă хупа сасăсенех В.Й.Л.М.Н.Р илер. Самахра çак хупа сасасем пурри янаравлаха ÿстерет. Танлаштарса пăхар-ха çак икĕ тĕслĕхе: çилĕм, çеçке. Хăшĕ кунта янăравлăрах? Паллах ,çилĕм сăмах, ,унта икĕ уçă сасă (и,ĕ), янăравлă хупă сасăсем каллех иккĕ. Çеçке сăмахра икĕ уçă сасă (е,е),ыттисем-янăраман хупă сасăсем.
2. Сăвăпа паллаш. Унăн вăрттăн шухăшĕ мĕнре? Ялан янракан хупă сасăсем çеç тĕл пулакан сăмахсене аялтан туртса палăрт.
Ытарлă калаçу
- Ялан янракан хупă сасăсем –
Тăмаççĕ манăн пуçра вĕсем.
Епле-ха ман вĕсене ас тăвас?
Кала-ха, пиччеçĕм, - йăлăнчĕ Стас.
Лешĕ çапла хуравларĕ хуллен:
- Çав ултă сасса пĕлесех тесен
Эс ман ятăма аса ил ялан
Тата вăй-халăм пирки ан ман.
Пурте калаççĕ мана курсан:
«Авă пырать вăл, вăйлă Раман».
Шăллĕ ăнланчĕ хăй пиччĕшне.
Эс те чухла сăввăн тĕп шухăшне!
3. Çул çÿреме юрататăр-и эсир, ачасем? Паян сирĕнпе Çеçпĕл Мишши çуралнă яла çул çÿреве тухăпăр. Çулĕ ăнăçлă пултăр тесен тарăн пĕлÿ кирлĕ. Хатĕр-ши эпир çула тухма, тĕрĕслесе пăхăпăр Çулĕ йывăр пулĕ. «Кушлавăш уйĕ» урлă каçăпăр. «Иванов вăрманĕ» витĕр те тухăпăр. Эпир çул çинче «Хĕн-хур айĕнче» те пулăпăр. Пире «Çил-тăвăл», «Штрум» лăскĕ. «Йывăр шухăшсем» пуçра явăнĕç. Анчах та чунри «Хурçă шанчăк» пире пулăшĕ. Ав малта - «Атăл шывĕ». Унăн чăнкă çыранĕ хĕрринче «Нарспи», «Таня» тăраççĕ. Вĕсене «Атăл юрри» килентерет. Кăвак тÿпере «Тăри юрлать». Шыв хĕрринче «Хĕлĕх хÿре кăвакал» ишет. Аякрах мар «Юман» ÿсет. Часах эпир «Кайăк тусĕ» патне хăнана кĕрĕпĕр. «Тав,сана!» тесе хăнаран та тухăпăр . «Хăнара» нумай ларас çук. Унсăрăн «Ырă ят» çухалать. (Пĕлĕр, мĕнле хайлав ячĕсем пытарăннă).
- Текстран çак условисене тивĕçтерекен сăмахсем тупса çырăр 6 сас палли, 7 сасă : _________________________________
8 сас палли, 7 сасă : _________________________________
4 сас палли, 5 сасă : __________________________________
8 сас палли, 8 сасă:
- Халĕ пурте хатĕр. Автобус çине ларар та инçе çула тухар. (Çеçпĕл Мишшин «Тинĕсе» сăввине итлеттермелле). Мĕнле сасăсем янăраççĕ? (хупă е уçă)
Аллитераци – пĕр йышши хупă сасăсен янăравлăхĕ. Тĕслĕхрен: Тухман çын тухсан тăман тухна тет.(Ваттисен сăмахĕ).. Катаран каç килсен каçхи кунăн мĕлки. (Çеçпĕл Мишши )
Ассонанс- пĕр йышши уçă сасăсен янăравлăхĕ. Ачаш ача пек Атăл ирхине.(Митта Ваçлейĕ)

Вĕçсĕр уйра çухалса каяс мар тесе компаспа усă курма та пĕлмелле. Вăл сире тĕрĕс çул кăтартĕ.
Словарь ĕçĕ: компас – çурçĕрпе кăнтăр ене кăтартакан хатĕр. Пролив – тинĕс пырĕ (икĕ тинĕсе пĕрлештерекен ансăр шыв)
Архив -1) кивĕ документсене упракан учреждени;
2) учрежденин е пĕр-пĕр çыннăн иртнĕ ĕçĕсенче пухăнса пынă пĕтĕм хутсем,ал çырăвĕсем
Плов – ашпа пĕçернĕ рис пăтти
- Кашни йĕркерех икĕ сас палли ытлашши, вĕсене чĕрсе хур. Юлнă сас паллисене мĕн пĕрлештерет? Çырса хур.
а, ă, в, ĕ, и, о, т, у, ÿ, ы, э______________________
в, й, к, л, м, н, х, р_____________________________
к, н, п, р, с, ç, т, х, ч, ш__________________________
ă, б, г, д, ё, ж, з, о, ç, ф, ц, щ, ъ______________
1. Чăваш чĕлхинчи сăмахсене сасă тĕлĕшĕнчен çакăн пек 3 ушкăна уйăраççĕ:
а) ансат, кăткăс, вăтам;ă) хытă, çемçе, хутăш;б) вăрăм, кĕске, вăтам.
Физкультура саманчĕ Эп ларатăп,эп тăратăп.
Эп сикетĕп – тринкки-тринк!
Эп ларатăп, ал çупатăп,
Эп тăратăп – вшик!
Кану саманчĕ.
-Кăшт канса илер, ачасем. Эсир пулă тытма юратнине эпĕтахçанах пĕлетĕп. (Çавăнпа та халĕ пулăçăсен конкурснеирттерĕпĕр. ( Доска çинче виçĕ витре ÿкерчĕкĕ: хытă, çемçе татахутăш. Пулăсен ÿкерчĕкĕсем çине тĕрлĕ сăмахсем çырнă, вĕсенекирлĕ витрене ямалла). . 6. Текст вăл - …
а) пĕр-пĕринпе çыхăннă икĕ-виçĕ сăмах;
ă) шухăш енчен çыхăннă темиçе предложени;б) шухăш тĕлĕшĕнчен çыхăнман предложенисем.
Çултан пăрăнмарăмăр-ши эпир, ачасем,автобус шофёрĕн хучĕсене пăтраштарса янă. Вĕсене йĕркенекĕртсен çеç малалла тĕрĕс çул тытма пултарăпăр. Панăпредложенисене тĕрĕс йĕркелесе текст тăвăр. Ăна ят парăр, тĕпшухăшне палăртăр. ( Ĕçе ушкăнпа пурнăçлаççĕ).
Текст пултăр тесен пăтраштарнă пайсене мĕнле йĕркепе вырнаçтармалла?
А. Кĕтмен- çĕртен грузовик килсе çитрĕ. Тĕттĕмрех пулнипе шофёр шур юртан тунă кĕлеткене асăрхаймарĕ пулас, ун патнеллех пычĕ. Тепĕр енче вылякан вĕтĕр-шакăр машина сассине илтмерĕ те. Çапах та пĕри : «Машина!»- тесе кăшкăрчĕ.
Ă. Машинăсем çÿрекен çул çинче выляма юрамасть çав!
Б. Лапка-лапка юр çунă хыççăн ачасем урама тухрĕç те каçса кайсах выляма тытăнчĕç. Питĕ пысăк юр купи турĕç. Пĕчĕккисем те тăрăшса ĕçлерĕç: пысăккисене юр чăмаккисем туса пачĕç.
В. Машина хĕр ача патне хăвăрт çывхарнине Руслан асăрхарĕ. Куç хупса иличчен вăл Таня патне ыткăнса çитрĕ те ăна аяккалла илсе пăрахрĕ. Хăй пăрăнма ĕлкĕреймерĕ, машина хăрах енчен вăйлах пырса тĕкрĕ. Руслана больницăна ăсатма тиврĕ.
Г. Ачасем унталла-кунталла сирпĕнчĕç. Пĕчĕк Таня, юр çинче йăваланаканскер, йăпăр-япăр сиксе тăраймарĕ.
1) а, ă, б, г, в.
2) б, а, в, г, ă.
3) б, а, г, в, ă.
4) г, в, а, ă, б.
Текстăн тĕп шухăшне палăртакан предложение çырса хур.______________________________________________________________________.
Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшĕсем текста ят пама юрăхлă?
Ача-пăчан пĕр шухăш , ваттăн çĕр шухăш.
Вăйăран вăкăр тухать.
Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.
Инкек куçа курăнса килмест.
7.Ачасем, умра темле чăрмав курăнать: «В, й,л,м,н,р хупă сасăсемпе пуçланакан икшер сăмах шыраса тупăр та çырса хурăр.Сăмах пуçламăшĕнчи хупă сасăсем мĕнле илтĕннине асăрхăр. Автобуса чармалла пулĕ.( 85 стр.правилăсемпе паллаштарасси, учебникри 212-мĕш хăнăхтарăвапурнăçласси).
Çул çÿрев те вĕçленсе пырать. Пĕлÿ автобусĕ хăвăрт та ăнăçлăÇеçпĕл ялне çиттĕр тесен сирĕн тепĕр ĕç пурнăçлама тивĕ.
Рифма тупăр. Сиксе юлнă сăмахсене кĕртсе лартăр:
Кĕнеке - пысăк тупра,
Эс ан çур ăна... ( упра).
Ăслă çын пулас тесен
By л а эс ... ( кĕнекесем).
Тăрăшса …….(вĕренмелле),
Ялан «пиллĕк» илмелле.
Аннен хаклă сăмахне
Эпĕ манмăп ... ( ĕмĕрне).
- ПĕтĕмлетÿЧăваш чĕлхинче хăш хупă сасăсем ялан янăравлă пулаççĕ?
Мĕншĕн вĕсене ялан янăравлă хупă сасăсем теççĕ?
Чăваш чĕлхинчи ялан янăравлă хупă сасăсемпе вырăс чĕлхинчи ялан янăравлă хупă сасăсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
Килти ĕç.- «Ялан янăравлă хупă сасăсем» темăпа кĕске сочинени çырмалла.
- Сăмахсенчи юнашар икĕ хупă сасăран пĕри ытларах ялан янăракан, тепри янăраман хупă сасă пулать.Икĕ е виçĕ хупă сасă юнашар килсе тухнă сăмахсене кам ытларах шыраса тупать.Тĕслĕхрен:нт- кантăр,кĕвенте;нч - пăнчă; мр- кăмрăк; мп- кăмпа;рк- кăркка; рл- кăрлач; рм- арман; тр- кăтра; шм- кăшман;лт- тулта;сл- кĕсле,вырăсла.

Приложенные файлы


Добавить комментарий